Шупашкар районӗнчи суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ.
Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ.
Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать.
Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах юлашки вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене тӳнккени пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун пек тӗслӗх Шупашкар районӗнче пулнӑ-мӗн.
Асӑннӑ районти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн пӗр каҫхине Алькешри кафесенчен пӗринче сиксе тухнӑ. 21 ҫулхи пике унта хӑйӗн паллаканӗсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Тем сӑлтава пула хайхин пӗлӗшӗсемпе кафене пынӑ тепӗр ҫынсен хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпах лӑпланман лешсем — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Харкашакансем пирки кафе ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫапӑҫакансене тытса кайма тӑрсан пике полицейскисемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Икӗ йӗрке хуралҫине те вӑл «тӑхӑнтартса янӑ».
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан ӳсӗр пике тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Виҫӗмкун ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Хӗр айӑпа пӗтӗмпех йышӑннине тата ун пирки лайӑх характеристика (ҫапла-ҫапла) пулнине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахас тенӗ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей икӗ ҫӗршывӑн туслӑхне ҫирӗплетессишӗн самай ӗҫ туса ирттерет. Иртнӗ эрнере унта Китай чӗлхипе культурине вӗрентекен Мускаври центр директорӗ Сунь Сяовэй пулнӑ.
Хӑна чӑваш халӑхӗн культура вӑй-хӑвачӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Музейри экскурси вӑхӑтӗнче хӑна чӑвашсемпе китай халӑхӗн пӗрпеклӗхне сахал мар асӑрханӑ-мӗн.
Сунья Мяовэйа кӗтсе илме Шупашкар район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова та хутшӑннӑ. Вӑл район пирки каласа кӑтартнӑ. «Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ» залра хӑна ячӗпе Пекин оперинчи арисене янӑратнӑ. «Тӗлӗнтермӗш Китайри ҫулҫӳрев» клуба ҫӳрекенсем хӑнана китай чӗлхипе кӗтсе илнӗ. Бичурин хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ чӗлхерен куҫарнӑ сӑвӑсене ҫавсем виҫӗ чӗлхепе вуласа панӑ. Музей ертӳҫи Ирина Удалова Китайпа хӑйсен учрежденийӗн туслӑхне халалланӑ материалпа паллаштарнӑ. «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн пуҫлӑхӗ Наталья Посынкина чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Китай хӑнине Апаш тӑрӑхне те илсе кайнӑ. Ӑна унта вута пуҫ таяс йӗркене туса кӑтартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче тӗлӗнмелле ӑста ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Леонид Федоровичпа Анна Федоровна Федоровсем пластик кӗленче хупӑлчисенчен таврара ҫук картиш ӑсталанӑ.
Ӗҫне пӗр кунта туса пӑрахман-ха вӗсем. Ун валли 5 ҫул иртнӗ. Ӗҫӗ валли мар. Пухма. Ара, пӗчӗк кӑна хупӑлчана карта тытмалӑх (е капӑрлатмалӑх тесен тӗрӗсрех-ши?) пуҫтар-ха! Тата чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑша хывассишӗн те нумай вӑхӑт уйӑрнӑ кил хуҫи, вулавӑшри кӗнекесене шӗкӗлченӗ, тӗнче тетелӗнчи материалсене вуланӑ. Тӑрӑшни харама кайман. Паян Федровсен чӑваш тӗрриллӗ картишне пӑхса такам тӗлӗнӗ.
Сӑнсем (12)
Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.
Нумаях пулмасть Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ.
Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?..
Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ.
Ҫакӑн пек пуҫтахланнӑ арҫын Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнать. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ҫав кун вӑл, ӳсӗрскер, амӑшӗн пӳлӗмне кӗнӗ, хӑйӗнпе пӗрле эрех ӗҫме ыйтнӑ. Ватти хирӗҫленине кура (ывӑлӗпе амӑшӗ хушшинче унччен те тавлашусем пулнӑ иккен) ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫме тытӑнать, питӗнчен 10 хутчен ҫапса ярать, пӗр черкке ӗҫтерттерет. Амӑшӗ тек ӗҫме хирӗҫленине кура вӑйпитти тӑван амӑшне ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫапса пӗтерет. Хӗрарӑм урайне персе ансан ывӑлӗ ӑна кӗленче анинчен ирӗксӗр эрех ӗҫтерет.
Унтан та лӑпланмасть-ха арҫын. Электрошокерпа тӗрлӗ ҫӗртен тӗксе пӗтерет. Ыратнипе хӗрарӑм тӑнне ҫухатать.
Шупашкар район пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑй айӑпне йышӑнать. Пуҫтаха суд ҫулталӑк хушши ирӗклӗн ҫӳреме чармалла тунӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн.
Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче хуткупӑспа калакансен тата такмак ӑстисен районти фестиваль-конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ иртнӗ. «Янӑра, чӑваш хуткупӑсӗ» ят панӑскере Леонид Ефремов хуткупӑс ӑстине халалланӑ.
Ӑна кӑҫал пуҫласа ирттермеҫҫӗ-ха. Фестивале ӑстан мӑнукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи «Шинер» фольклор коллективне ертсе пыракан Дмитрий Ефремов аслашшӗн ятне асра тытса пуҫарнӑ.
Суйлав турне районӗпех пухӑннӑ. Тӳресене чи пултаруллисене суйлама ҫӑмӑл пулман теҫҫӗ. Финала Сарапакассинчи Юрий Андреев тата «Савнӑ ен» коллектив, Ҫӗньял-Покровкинчи Виссарион Андреев, Владислав Степанов, Эдуард Попов тата Мария Иванова, Янӑш ял тӑрӑхӗнчи Сергей Григорьев тата Альбина Александрова, Вӑрман Ҫӗктерти «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Шемшер ял тӑрӑхӗнчи Александр Ильин тухнӑ. Вӗсен концерчӗ эрнекун районти культура ҫуртӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗнче Евгений Скрипкина асӑнса футбол енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта «Классик» (Красноармейски ялӗ), «Ункӑ» (Чутукасси), «Пикшик», (Яманак), «Спартак» (Кӗҫӗн Шетмӗ), «Гигант» (Алманч), «Вольник» (Красноармейски ялӗ), «Пархикасси» (Шупашкар районӗ) ушкӑнсем хутшӑннӑ.
¼ финалта «Вольник» «Пархикасси» командине 2:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗсем Алманч командине парӑнтарнӑ. Пикшиксем Чатукасси командине ҫӗнтернӗ. «Классик» Яманак спортсменӗсене парӑнтарнӑ.
Ҫурмафиналта Пикшик команди Кӗҫӗн Шетмӗсене ҫӗнтернӗ, «Классик» — «Вольника». Финалта Пикшик команди «Классика» ҫӗнтернӗ. Ҫавна май «Классик» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пикшик команди турнирта ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Чи лайӑх хапхаҫӑ ятне Олег Мачехин («Классик») тивӗҫнӗ. Чи лайах тапӑнакан — Максим Иванов. Универсал вӑйӑҫӑ — Михаил Петров (Кӗҫӗн Шетмӗ).
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пионер организацине йеркеленӗренпе 92 ҫул, ӑна Владимир Ильич Ленин ятне панӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкарта мероприяти иртнӗ, пионерсен ретне 50 яхӑн ача тӑнӑ.
Чи малтанах ҫар тумне тӑхӑннӑ шкул ачисем Владимир Ленин палӑкӗ патӗнче марш утнӑ. Уяв линейкине Шупашкарти, Вӑрнар районӗнчи шкулсенчи пионер отрячӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти Зина Портнова ячӗллӗ отряд, Ишлейри Зоя Космодемьянская ячӗллӗ отряд, Шупашкарти КПРФ хула комитечӗ ҫумӗнчи пионер отрячӗ хутшӑннӑ.
Линейкӑна Шупашкарти РФКП хула комитечӗн бюро членӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова уҫнӑ. Вӑл хушнипе Совет офицерӗсен союзӗн представителӗсем, комсомолецсем тата пионерсем Республика тӳремӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне, РФ ЛКСМӗн тата пионерин ялавне йӑтса утнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнчи РФКП фракцин ертӳҫи Д.Б.Евсеев Пионери граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленнине, вӑл халӗ те ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанине парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Коммунист депутат пионерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче аслисемпе тан ӗҫленине каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |